Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Петров Николай Петрович (чӗлхеҫӗ)

Петров Николай Петрович — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1982), профессор, Чӑваш наци академийӗн академикӗ (1996), Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1993). 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче халӗ Чӑваш Енӗн Красноармейски районне кӗрекен Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. 2008 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

"Сурхури" сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне шыраса тупнӑ.

Пурнӑҫӗ

1947—1951 ҫулсенче Николай Петров Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗнче вӗреннӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта (1952—1955), Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗнче (1958—1972) ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ (1972), стилистика кафедрин ертӳҫи (1989—1998) пулнӑ. 1985—1986 ҫулсенче София университечӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ, Пӗтӗм тӗнчери болгаристсен иккӗмӗш конфесне хутшӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнче чӑваш чӗлхи кафедринче вӑй хунӑ.

Николай Петров чӑваш литература чӗлхин историйӗпе стилистикине, терминологийӗпе лексикографине тӗпчет. 170 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ.

Ӗҫӗсем

  • Техника словарӗ. Ш., 1961;
  • Чувашский язык в советскую эпоху: Развитие социальных функций и литературных норм. Ч., 1980;
  • Нормализация чувашского литературного языка. Ч., 1988

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петров Николай Петрович (ҫыравҫӑ)_Петров Николай Петрович (ҫыравҫӑ)
Вӑл палӑксемпе те пӗр чӗлхе тупатчӗ... (Г. Дегтярёв)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2017-01-19 13:42:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7145 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем